Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Типшӗм рулит

Логотип телеграм канала @tipshem — Типшӗм рулит Т
Логотип телеграм канала @tipshem — Типшӗм рулит
Адрес канала: @tipshem
Категории: Блоги
Язык: Русский
Количество подписчиков: 578

Рейтинги и Отзывы

2.67

3 отзыва

Оценить канал tipshem и оставить отзыв — могут только зарегестрированные пользователи. Все отзывы проходят модерацию.

5 звезд

0

4 звезд

0

3 звезд

2

2 звезд

1

1 звезд

0


Последние сообщения 8

2023-04-28 13:29:28
Паян эпӗ яла каятӑп.
Тӑван тӑрӑхӑма курма.
Ентешсене сывлӑх сунатӑп.
Аслӑ Пӑла пилле мана.

Кил-ҫуртӑма тирпей кӳрейӗп,
Епле телей унта пулма.
Пӑла хӗрне курса килетӗп
Улӑх-ҫерем тӑрӑх утма.

Тӑван кил-ҫурт,вӑй-хал ҫӑлкуҫӗ
Сиплӗ ӗшеннӗ чунӑма.
Кӳршӗ курсан хапхине уҫӗ,
Сума суса сӑмах хушма

Хыҫҫӑн ҫӑва енне ҫул тытӑп,
Кӑштах хытарса чӗрене.
Тирпейлесе тасатӑп,пӑхӑп,-
Атте-анне вил тӑприне.

Шӑпа тени ҫапла ҫав пулчӗ,
Халь тин уссӑр ан ӳпкелеш.
Маншӑн нихҫан эс ют ан пулччӗ,
Сӑваплӑ -Элекҫей Тимеш.
28.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук
290 viewsedited  10:29
Открыть/Комментировать
2023-04-28 12:49:10
Пуянсем те макӑраҫҫӗ,
Пурлӑхсӑр тӑрса юлсан.
Ҫав мӑшкӑла чӑтаймаҫҫӗ,
Туххӑм панкрута ларсан.

Патшасем те кулянаҫҫӗ
Трон ҫинчен сирсе п(ӑ)рахсан.
Хӳрине усса утаҫҫӗ
Тарҫӑсӑр тӑрса юлсан.

Пуҫлӑхсем тухса тараҫҫӗ
Ӗҫӗнчен кайма ыйтсан.
Унсӑрӑн хупса хураҫҫӗ,
Алли кукӑр пулнӑран.

Депутатсем лӑпланаҫҫӗ
Суйлавра тухаймасан.
Мандатпа хӑмсараймаҫҫӗ,
Каппаймаҫҫӗ влаҫ ҫукран.

Калӑн ик ӗмӗр пурнаҫҫӗ
Ашкӑнаҫҫӗ айвансем.
Хӑмписем ҫапла шӑтаҫҫӗ,
Патшалӑх тарҫийӗсен.

Эп нимрен те хӑрамастӑп
Пытармаллӑх мул ҫук ман.
Халӑхран куҫа тартмастӑп,
Ыр ӗҫпе,чунпа пуян.
28.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук
282 views09:49
Открыть/Комментировать
2023-04-27 23:26:53 Чăваш халăх ертÿçисем
(ертсе пынă çулсем)

Хунсемпе Аслă Пăлхар тапхăрĕ

Кăма-Турхан 352—360
Пăламир 360—378
Палтаçар 378—390
Ултăн 390 —410
Тунат 410 - 412
Хăртан 412-422
Уктар 422 - 430
Ăрук 430 - 434
Мăнçук 434—434
Пĕлет 434—444
Атăл паттăр 434—453
Элĕк 453—454
Тĕнсĕр 454—469
Туйтула ?
Ăрнак 481 - 496
Тинĕс ?
Çураш (? - 515)
Тутра ?
Хăрт (? -528)
Мучей (528 - 530)
Хăрт (530 - 534)
Хăнтай (534 - 551)
Шăлăп (551 - 582)
Пуян (582—590)
Тупçак (590- ?)
Купрат 632 -665 (пăлхар патши)
Улăп паттăр 669? -? (сăвар патши)

Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ

Кăтрак (Кăтра паттăр) 665 - ?
Ирхан ?-765
Тукки ?- 815 ç.
Айтар 815-865
Шилкке 865-832
Муми Паттăр 882-895
Алмуш 895-925
Хасан 925-950
Михай 930-943
Махмут 943-976
Тамки 978-998
Тимĕр 998-1004
Маскат 1004-1006
Тимĕрпе Маскат 1006 -1025
Аскар 1025-1028
Палук 1028-1061
Ахат 1061 – 1076
Атам 1076 – 1118
Шамкун 1118 1164
Утек 1164 -1178
Челпĕр 1179 – 1225
Ылтăнпик 1225 – 1236
Пăрăнтай 1236 – 1246
Хассан 1246 – 1268
Тухçи 1268 -1269
Калем 1269 – 1293
Чăваш паттăр ?-1300?
Пĕлем
Мир Махмут
Хусан 1353

Хусан ханлăхĕ

Улу-Мухаммед 1437 - 1446
Махмуд 1446 - 1463
Халиль 1463 - 1467
Ибрагим 1467 - 1479
Али 1479 - 1484
Мухаммед-Эмин 1484 - 1485
Али 1485 - 1487
Мухаммед-Эмин 1487 - 1495
Мамук 1495 - 1496
Абдул-Латиф 1496 - 1502
Мухаммед-Эмин 1502 - 1518
Шах-Али 1519 - 1521
Сагиб-Гирей 1521 - 1524
Сафа-Гирей 1524 - 1531
Джан-Али 1531 - 1534
Сафа-Гирей 1534 - 1546
Шах-Али 1546
Сафа-Гирей 1546-1549
Утямыш-Гирей 1549 - 1551
Шах-Али 1551 - 1552
Ядигер-Мухаммед 1552
Али-Акрам 1553 – 1556

Чăваш турханĕсем

Атмал паттăр 1545-50 çулсенче
Тукай ?1546 ç.?
Анчăк 16 ĕмĕр
Сарри Паттăр 16 ĕмĕр
Аккас 16 ĕмĕр
Акпарс 16 ĕмĕр
Пипарс 16 ĕмĕр
Камай 16 ĕмĕр
Мĕтри Чăваш 16 ĕмĕр
Пăрттас 16 ĕмĕр
Теняк Темейĕ 16 ĕмĕр
Арансайпик 17 ĕмĕр
Еналей 17 ĕмĕр
Еникей 17 ĕмĕр
Енпахта 17 ĕмĕр
Пихтан 17 ĕмĕр
Сăлттан 17 ĕмĕр
Çупай 17 ĕмĕр
Тенсеит 17 ĕмĕр
Туйтимĕр 17 ĕмĕр
Янăш 17 ĕмĕр
Яштупай 17 ĕмĕр
Калюк 17 ĕмĕр
Михопар 17 ĕмĕр
Рахмул 17 ĕмĕр
Саваскей 18 ĕмĕр
Торсай 18 ĕмĕр
Туппай 18 ĕмĕр
Илпеш 19 ĕмĕр
Саватер 19 ĕмĕр

Чăваш Республикин ертÿçисем

Эльмень Даниил Семёнович, председатель, 1920 -1921
Коричев Сергей Андреевич, председатель, 1921-1924
Илларионов Иван Илларионович, председатель, 1924 -1926
Петров Сергей Порфирьевич, пĕрремĕш секретарь, 1926 -1937
Иванов Герасим Иванович, пĕрремĕш секретарь, 1937 - 1938
Волков Алексей Алексеевич, пĕрремĕш секретарь, 1938 - 1940
Чарыков Иван Матвеевич, пĕрремĕш секретарь, 1940 -1948
Ахазов Тимофей Аркадьевич, пĕрремĕш секретарь, 1948 - 1955
Ислюков Семен Матвеевич, пĕрремĕш секретарь, 1955 - 1968
Вороновский Николай Анатольевич, пĕрремĕш секретарь, 1968 = 1973
Чичикин, Пётр Андреевич, пĕрремĕш секретарь, 1973 - 1974
Прокопьев Илья Павлович, пĕрремĕш секретарь, 1974 - 1988
Петров Александр Петрович, пĕрремĕш секретарь, 1988 - 1990
Леонтьев Анатолий Михайлович, председатель, 1990 - 1991
Кубарев Эдуард Алексеевич, председатель, 1991 - 1994
Фёдоров Николай Васильевич, президент, 1994 - 2010
Игнатьев Михаил Васильевич, президент, пуçлăх, 2010-2020
Николаев Олег Алексеевич, пуçлăх, 2020 - паянччен
Источник @ВладимирАндреев
180 viewsedited  20:26
Открыть/Комментировать
2023-04-27 21:55:25
Угадайте ,что означает на языке моей младшей слово-Гукки?
Кто 1 ый напишет правильный ответ подарю сборник своих песен.
201 views18:55
Открыть/Комментировать
2023-04-27 16:45:06
Самый большой подарок-жизнь.Она так прекрасна взлетами и падениями .Главное перетерпеть ,выстоять в минуты отчаяния.Жизнь как кардиограмма,то вверх,то вниз.Жизнь-как погода.Сегодня пасмурно,завтра солнышко.Бывают ураганы,смерчи.Бывает земля из под ног уходит.
А сегодня один из лучших дней в моей жизни.Мне заплатили достойный гонорар именно за то,чем занимаюсь.Именно за то,что у меня лучше всех получается.-За мои стихи.За мои тексты песен.Ну что же,позову сына,заберу дочу из садика и пойдём тратить деньги.
Слава Богу за всё.
231 viewsedited  13:45
Открыть/Комментировать
2023-04-27 14:48:46
Поэт.
1.Ҫук -ПОЭТ-ятлӑ професси
Ҫук пире хисеп.
Ҫывӑх тус манӑн -депресси
Ят-сумсӑр ҫӗтеп.
Банкирсемшӗн,пуянсемшӗн
Эп -сӳтӗк кӑна.
Ачисем шкулта вӗренӗҫ
Каярах мана.
Припев;
Пурӑннӑ чух сумра мар,шел
Пирӗн чаплӑ поэтсем.
Пурин те шӑпи пӗрешкел
Ҫӗн сӑмах калакансем.
Тӳперен хыпар пӗлтерсе
Хут ҫине ҫыракансем.
Ҫӗр ҫинчен мар пуль чӑнах та
Ҫав сӑваплӑ поэтсем.
2.Тепӗр 100 ҫултан таврӑнӑп
Эпӗ ҫӗр ҫине.
Ун чухне кӗрсе вырнаҫӑп
Сирӗн чӗрене.
-Эх,мӗнле лайӑх ҫын тейӗҫ
Ентешсем кайран.
Юррӑмпа пур килте пулӑп
Тепӗр 100 ҫултан.
Припев
3.Ют планетӑран килеҫҫӗ
Тейӗн сӑвӑҫсем.
Ҫамрӑкла хӑш чух ҫӗтеҫҫӗ
Чӑн-чӑн генийсем.
Телее эп гений мар та
Халӗ те пурнап.
Ҫӗн куплет ҫырса хурап та
Касӑва каяп.
Припев:
27.04.2023
Шупашкар
Типшем Сашук
239 viewsedited  11:48
Открыть/Комментировать
2023-04-27 14:42:52 Чем отличается самородок от профессионального музыканта?-Все просто.У самородка куплет получается красивее припева.А надо наоборот.Припев должен запомниться .Припев должен быть у всех на устах.Вот у меня такая проблема.
230 views11:42
Открыть/Комментировать
2023-04-27 01:03:33
«День рождения буду справлять дома,с семьей.У меня нет друзей.»
(Хосеп Гвардиола)

Каҫар.Вӗҫерт.Ирӗке яр.
Ӗнер пулнӑ ҫывӑх ҫынна.
Телей курма ан чӑрмантар.
Уссӑр ан мутала чунна.

Мӗн лайӑххи юлтӑр асра.
Хӑвна сиен кӳренӳсем.
Татах та пулӗҫ пурнӑҫра
Ырӑ ҫынсем.Уяр кунсем.

Пӗччен пулсан та тӑлӑх мар.
Ҫумра мӑшӑрпа чӗппӳсем.
Каян ҫынна ӑсатса яр,
Килӗҫ татах та хӑнасем.
27.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук
271 views22:03
Открыть/Комментировать
2023-04-27 00:59:17
Умра тата тепӗр ҫур пурнӑҫ,
Татах пулаҫҫӗ-ха кунсем.
Нихҫан та ан ҫухатӑр шанӑҫ
Чӗре тапнӑ чухне туссем.

Тӑрсан та ҫумӑрлӑ ҫанталӑк
Хыт тустарсан та ҫил-тӑвӑл.
Ку пурнӑҫри черетлӗ авӑк
Ҫавах та хальлӗхе сывӑ.

Ҫынсем-кунсем шав улшӑнаҫҫӗ.
Вӗҫне ҫитмесӗрех ан тух.
Хӑшпӗр чухне пулать,сутаҫҫӗ.
Эс кирлӗ усӑ кӳнӗ чух.

Кӗреш!Ҫапӑҫ!Нихҫан ан парӑн!
Ӗмӗр сакки мӗн,сарлака.
Турри ҫӗн кун парать пулсассӑн.
Пӗл.Юлмӑн нихӑҫан ҫука.

Вӗҫне тухсан ҫеҫ пулӗ канӑҫ.
Рай алӑкне уҫӗҫ чунсем.
Умра тата тепӗр ҫур пурнӑҫ
Татах пулаҫ-тӑр-ха кунсем.
26.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук
269 viewsedited  21:59
Открыть/Комментировать
2023-04-27 00:42:13 Когда я попросил Бога избавить меня от врагов, стал терять друзей.
253 views21:42
Открыть/Комментировать