Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Умра тата тепӗр ҫур пурнӑҫ, Татах пулаҫҫӗ-ха кунсем. Нихҫан та | Типшӗм рулит

Умра тата тепӗр ҫур пурнӑҫ,
Татах пулаҫҫӗ-ха кунсем.
Нихҫан та ан ҫухатӑр шанӑҫ
Чӗре тапнӑ чухне туссем.

Тӑрсан та ҫумӑрлӑ ҫанталӑк
Хыт тустарсан та ҫил-тӑвӑл.
Ку пурнӑҫри черетлӗ авӑк
Ҫавах та хальлӗхе сывӑ.

Ҫынсем-кунсем шав улшӑнаҫҫӗ.
Вӗҫне ҫитмесӗрех ан тух.
Хӑшпӗр чухне пулать,сутаҫҫӗ.
Эс кирлӗ усӑ кӳнӗ чух.

Кӗреш!Ҫапӑҫ!Нихҫан ан парӑн!
Ӗмӗр сакки мӗн,сарлака.
Турри ҫӗн кун парать пулсассӑн.
Пӗл.Юлмӑн нихӑҫан ҫука.

Вӗҫне тухсан ҫеҫ пулӗ канӑҫ.
Рай алӑкне уҫӗҫ чунсем.
Умра тата тепӗр ҫур пурнӑҫ
Татах пулаҫ-тӑр-ха кунсем.
26.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук