Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

«День рождения буду справлять дома,с семьей.У меня нет друзей. | Типшӗм рулит

«День рождения буду справлять дома,с семьей.У меня нет друзей.»
(Хосеп Гвардиола)

Каҫар.Вӗҫерт.Ирӗке яр.
Ӗнер пулнӑ ҫывӑх ҫынна.
Телей курма ан чӑрмантар.
Уссӑр ан мутала чунна.

Мӗн лайӑххи юлтӑр асра.
Хӑвна сиен кӳренӳсем.
Татах та пулӗҫ пурнӑҫра
Ырӑ ҫынсем.Уяр кунсем.

Пӗччен пулсан та тӑлӑх мар.
Ҫумра мӑшӑрпа чӗппӳсем.
Каян ҫынна ӑсатса яр,
Килӗҫ татах та хӑнасем.
27.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук