Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Поэт. 1.Ҫук -ПОЭТ-ятлӑ професси Ҫук пире хисеп. Ҫывӑх тус манӑ | Типшӗм рулит

Поэт.
1.Ҫук -ПОЭТ-ятлӑ професси
Ҫук пире хисеп.
Ҫывӑх тус манӑн -депресси
Ят-сумсӑр ҫӗтеп.
Банкирсемшӗн,пуянсемшӗн
Эп -сӳтӗк кӑна.
Ачисем шкулта вӗренӗҫ
Каярах мана.
Припев;
Пурӑннӑ чух сумра мар,шел
Пирӗн чаплӑ поэтсем.
Пурин те шӑпи пӗрешкел
Ҫӗн сӑмах калакансем.
Тӳперен хыпар пӗлтерсе
Хут ҫине ҫыракансем.
Ҫӗр ҫинчен мар пуль чӑнах та
Ҫав сӑваплӑ поэтсем.
2.Тепӗр 100 ҫултан таврӑнӑп
Эпӗ ҫӗр ҫине.
Ун чухне кӗрсе вырнаҫӑп
Сирӗн чӗрене.
-Эх,мӗнле лайӑх ҫын тейӗҫ
Ентешсем кайран.
Юррӑмпа пур килте пулӑп
Тепӗр 100 ҫултан.
Припев
3.Ют планетӑран килеҫҫӗ
Тейӗн сӑвӑҫсем.
Ҫамрӑкла хӑш чух ҫӗтеҫҫӗ
Чӑн-чӑн генийсем.
Телее эп гений мар та
Халӗ те пурнап.
Ҫӗн куплет ҫырса хурап та
Касӑва каяп.
Припев:
27.04.2023
Шупашкар
Типшем Сашук