Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Пуянсем те макӑраҫҫӗ, Пурлӑхсӑр тӑрса юлсан. Ҫав мӑшкӑла чӑтай | Типшӗм рулит

Пуянсем те макӑраҫҫӗ,
Пурлӑхсӑр тӑрса юлсан.
Ҫав мӑшкӑла чӑтаймаҫҫӗ,
Туххӑм панкрута ларсан.

Патшасем те кулянаҫҫӗ
Трон ҫинчен сирсе п(ӑ)рахсан.
Хӳрине усса утаҫҫӗ
Тарҫӑсӑр тӑрса юлсан.

Пуҫлӑхсем тухса тараҫҫӗ
Ӗҫӗнчен кайма ыйтсан.
Унсӑрӑн хупса хураҫҫӗ,
Алли кукӑр пулнӑран.

Депутатсем лӑпланаҫҫӗ
Суйлавра тухаймасан.
Мандатпа хӑмсараймаҫҫӗ,
Каппаймаҫҫӗ влаҫ ҫукран.

Калӑн ик ӗмӗр пурнаҫҫӗ
Ашкӑнаҫҫӗ айвансем.
Хӑмписем ҫапла шӑтаҫҫӗ,
Патшалӑх тарҫийӗсен.

Эп нимрен те хӑрамастӑп
Пытармаллӑх мул ҫук ман.
Халӑхран куҫа тартмастӑп,
Ыр ӗҫпе,чунпа пуян.
28.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук