Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Паян эпӗ яла каятӑп. Тӑван тӑрӑхӑма курма. Ентешсене сывлӑх су | Типшӗм рулит

Паян эпӗ яла каятӑп.
Тӑван тӑрӑхӑма курма.
Ентешсене сывлӑх сунатӑп.
Аслӑ Пӑла пилле мана.

Кил-ҫуртӑма тирпей кӳрейӗп,
Епле телей унта пулма.
Пӑла хӗрне курса килетӗп
Улӑх-ҫерем тӑрӑх утма.

Тӑван кил-ҫурт,вӑй-хал ҫӑлкуҫӗ
Сиплӗ ӗшеннӗ чунӑма.
Кӳршӗ курсан хапхине уҫӗ,
Сума суса сӑмах хушма

Хыҫҫӑн ҫӑва енне ҫул тытӑп,
Кӑштах хытарса чӗрене.
Тирпейлесе тасатӑп,пӑхӑп,-
Атте-анне вил тӑприне.

Шӑпа тени ҫапла ҫав пулчӗ,
Халь тин уссӑр ан ӳпкелеш.
Маншӑн нихҫан эс ют ан пулччӗ,
Сӑваплӑ -Элекҫей Тимеш.
28.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук