Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Пулаймарӑм Морриконе Ҫырас ҫук Кридпа дуэт. Тӑхӑнсан та Party | Типшӗм рулит

Пулаймарӑм Морриконе
Ҫырас ҫук Кридпа дуэт.
Тӑхӑнсан та Party zone
Ҫук Агеевран портрет.

Эп те сӑвӑсем ҫыратӑп,
Хусанкай та хайланӑ.
Унӑн ячӗпе куратӑп.
Урамсен ятне панӑ.

Юрӑҫсем Мускавра пулнӑ,
Алӑ ҫупнӑ чӑвашсем.
Халӑхӗ мана ,та,ыйтнӑ.
Эп кӑна ҫавна пӗлмен.

Мансӑрах кунта иртеҫҫӗ,
Ӑпӑр-тапӑр уявсем.
-Лартӑрах килӗнче,-теҫҫӗ.
Чун юратнӑ ентешсем.

Арҫукӑн ҫӗн пьесине
Драмтеатрта лартнӑ.
Чиндыков ҫав каҫхине,
Йыттипе гулят тунӑ.

Хӑть эрлен халь,хӑть хурлан,
Тунсӑх пусса килнӗ чух.
Ӗнтӗ пурпӗр нихӑҫан,
Пастернак пек пулма ҫук.

Тӗк-и санӑн?Мӑйӑх-и?
Ҫав ҫавах кӗҫӗттерет.
Тӗнче шайӗнчи Айхи.
Пур поэтшӑн та поэт.

Извините чӑвашсем,
Кӑмӑла хуҫрӑм пулсан.
Ма пирӗн лайӑх ҫынсем?
Паян мар,кунтан кайсан.
25.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук