Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

-Тата миҫе ҫул юлнӑ-ши? Эх,ыйтасчӗ куккукран. -Кунӗ пит ӑмӑр | Типшӗм рулит

-Тата миҫе ҫул юлнӑ-ши?
Эх,ыйтасчӗ куккукран.
-Кунӗ пит ӑмӑр пулчӗ-ши?
Вӑл та авӑтмасть паян.

Пӗлменни ,тен, лайӑхрах та,
Ма пустуй кӑмӑл хуҫас?
Турӑ ҫырнӑ чух пурнас та,
Май пур чухлӗ тар тӑкас.

Тус-юлташ та тек юлмарӗ,
Кулянмастӑп эп пӗрех.
Тӑр пӗччен тӑрса юлсан та,
Тӑлӑха юлмӑп пӗрех.

Кӑмӑлӑм япӑх пулсан та
Ан авӑт куккук халех.
Чӑн,никам юратмасан та,
Эп Христос-Турра кирлех
24.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук