Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Университетра пӗрле вӗреннӗ однокурсницӑна Куракова Аленӑна ҫу | Типшӗм рулит

Университетра пӗрле вӗреннӗ однокурсницӑна Куракова Аленӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе ҫак сӑвва халаллатӑп.

Тин кӑна вӗт тунти кунччӗ,
Ыран кӗҫнерни пулать.
Тин кӑна ялтан килсеччӗ,
Эрне вӗҫӗ курӑнать.

Тин кӑна хам та ачаччӗ
Халь хамӑн та пур ача.
Ҫӳҫӗм сарӑ та кӑтраччӗ,
Халь кӗл тӗслӗ те сайра.

Тин кӑна 18 ччӗ,
Кӗҫ 5-мӗш теҫетке.
Ҫамрӑк ӗмӗр хыҫа юлчӗ
Хӑть килинччӗ тӗлӗке.

Тин кӑна сивӗ кӑрлаччӗ,
-Аслӑкран ҫурла курнать.
Шухӑ ӗмӗрӗм тӑхтаччӗ,
-Ӑшӑ ҫу таҫта чупать?!

Тин кӑна ҫуралнӑ пекччӗ,
Кӗҫ вилме вӑхӑт ҫитет.
Ҫапларах пурнӑҫ хӑвачӗ
Ҫын каять те,ҫын килет.
07.06.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук