Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Юратса ачасене Ӳстеретпӗр пӗчӗкрен. Туянса мӗн ыйтнине Парнеле | Типшӗм рулит

Юратса ачасене
Ӳстеретпӗр пӗчӗкрен.
Туянса мӗн ыйтнине
Парнелетпӗр чӗререн.

Ан курччӗр теетпӗр те
Пирӗн йывӑрлӑхсене.
Шеп ҫитӗнтеретпӗр те
Шар куратпӑр хӑш чухне.

Парса х(ӑ)варчӗ ывӑлне
Пӗр юлташ хӑй хваттерне.
Хӑй тухнӑ та пенсине
Пурӑнма кайрӗ ялне.

Кинӗ лекрӗ пит правур,
Намӑс-симӗс пӗлменскер.
Совеҫ ҫук-ҫке ай тур-тур!
Сыснаран та хушӑскер.

Киле кӗртрӗ еркӗнне
Тепӗр икӗ уйӑхран.
Саккунлӑ упӑшкине
Сирпӗртрӗ тапса кутран.

Пурӑнаҫҫӗ халь ялта.
Ӗнерхи олигархсем.
Каҫсерен ҫутсан ҫурта
Шывланаҫҫӗ куҫӗсем.

Хамӑн та ывӑл ӳсет
Авланма вӑхӑт ҫитет.
Ах,мӗнле-ши кин лекет.
Тем курӑпӑр.Мур пӗлет.

Туянсан йӳнӗ эмаль,
Сӑрланать урай начар.
Ҫакӑнта атьсем мораль,
-Кин кӗртесси шуткӑ мар.
16.05.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук