Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Ни хӗлсем халь,хӗл пек мар. Ни ҫусем халь,ҫу пек мар. Ҫӑмӑл ма | Типшӗм рулит

Ни хӗлсем халь,хӗл пек мар.
Ни ҫусем халь,ҫу пек мар.
Ҫӑмӑл мар чунра,чӑтар.
Тур пӳрнӗ чухлӗ пурнар.

Чӑнлӑх-шурлӑх пек ҫӑтать.
Чӑн та кӑмӑл хуҫӑлать.
Ахӑрсах кайнӑ усал.
Пурнӑҫра ырри сахал.

Те килет ҫӗн кун,те ҫук?
Пӗр Турри кӑна пӗлет.
Ачамсем пӗчӗккӗ чух,
Питӗ килтерес килет.

Ни пурнӑҫ-пурнӑҫ пек мар
Ҫак пӗлменлӗх ,пӗтерет.
Чун-чӗресемпе шанар!-
Ырри пурпӗр ҫӗнтерет!
16.05.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук