Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Мӗн чуль хӗре юратнӑ Ҫак пурнӑҫ-пӑрнӑҫра. Аса илмеллӗх юлтӑр Ҫ | Типшӗм рулит

Мӗн чуль хӗре юратнӑ
Ҫак пурнӑҫ-пӑрнӑҫра.
Аса илмеллӗх юлтӑр
Ҫӗн сӑвӑ-юррӑмра..

Пӗр сар хӗрпе паллашрӑм.
Хитреччӗ.Медсестра.
Сӑнарӑм,кӑмӑлларӑм,
Кӗсле сасси чунра.

Ҫӳллӗччӗ,яштакаччӗ,
Пӑхма чӑн та модель.
Пӗр вӑл кӑна ӑшраччӗ
Шел пурнӑҫ,ҫавнешкел.

Унӑн ӗҫтешне куртӑм.
Чи ҫывӑх хӗр-тусне.
Тӳрех пуҫа ҫухатрӑм
Курсан ҫав пикене.

Ҫулпа та аслӑрахчӗ,
Калаймӑн,-"пукане"
Анчах кӗрсе вырнаҫрӗ
Тӳрех ман чӗрене.

Хитре хӗрсем нумай ҫав,
Чуна кирли пӗрре.
Мӗн чуль йӑнӑш тӑватпӑр
Эпир ҫак тӗнчере.

Ик хӗре вӑрҫӑнтартӑм.
Чи ҫывӑх туссене.
Иккӗшне те ҫухатрӑм,
Эпӗ ҫамрӑк чухне.

Ӗнтӗ телейлӗ пулччӑр,
Ҫав икӗ медсестра.
Халӗ ман арӑм тухтӑр
Калап мухтав Турра.

Пурнӑҫра йӑнӑшсассӑн
Телей килмест тӑрук.
Турри ҫырман пулсассӑн,
Нимӗн те тума ҫук.
26.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук.