Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Кунта никам та вӑрҫӑнмасть. Никам сутмасть те ҫаратмасть. Ӗнтӗ | Типшӗм рулит

Кунта никам та вӑрҫӑнмасть.
Никам сутмасть те ҫаратмасть.
Ӗнтӗ ҫур ял куҫрӗ кунта.
Атте-анне те ҫакӑнта.

Чунра лӑштӑр пулса каять.
Кӑшт ӗсӗклет те лӑпланать.
Тӳпе парать.Тӳпе илет.
Шӑп ҫакӑнта йӑлт вӗҫленет.

Тӑван тӑрӑх.Ял-йыш.Масар.
Санран хакли нимӗн те ҫук.
Мана та ҫакӑнтах пытар.
Кӑшт каярах.Халь вӑхӑт ҫук.
25.04.2023
Шупашкар.
Типшӗм Сашук