Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Хальччен пурришӗн пурнӑҫра Чунран калап ,-Мухтав Турра. Курма | Типшӗм рулит

Хальччен пурришӗн пурнӑҫра
Чунран калап ,-Мухтав Турра.
Курма пӳрни,пиртен килмес.
Хӑш чух эп хам та ӗненемес.-

Миҫе хутчен пурнӑҫ ҫиппи.
Пулнӑ халь-халь татӑлас пек.
Миҫе хутчен кӑвак хуппи,
Пулнӑ маншӑн хупӑнас пек.

Чуна йывӑр самантсенче
Темскер тытса чарнӑ мана.
Тем чуль аташнӑ ҫул ҫинче,
Ҫук усала паман чуна.

Хальччен ҫак ҫӗр ҫинчех пулни
Эппин Турра кирлӗ ҫапла.
Пиртен килмес шӑпа ҫырни,
Темле пулсан та малалла.
20.04.2023
Шупашкар
Типшӗм Сашук