Получи случайную криптовалюту за регистрацию!

Паян районта учительсен августри конференцийӗ иртрӗ. Унта вӗре | Новости Яльчикского муниципального округа

Паян районта учительсен августри конференцийӗ иртрӗ. Унта вӗрентекенсемпе шкулсенчи управлени командисем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, район администрациӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова хутшӑнчӗҫ.
Райадминистрацин вӗренӯпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марина Чернова «Воспитани – паянхи вӗрентӗвӗн стратегиллӗ тӗллевӗ» темӑпа доклад туса пачӗ. Елчӗкри вӑтам шкулти учитель, класс ертӯҫисен районти методика пӗрлешӗвӗн председателӗ Ольга Ашмарина, ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ Эльвира Смирнова, хӑнасем тухса калаҫрӗҫ.